Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

А (МЧЧЧФС)

Чӑваш чӗлхин фразеологи словарӗн пайӗ


Айӑп ту 1. обвинять / обвинить кого-то в чем, упре­кать / упрекнуть кого-что; 2. калечить / искалечить [по­калечить] кого-что; 3. (в извинениях в форме повел, накл. айӑп ан ту (тӑвӑр) не осуди (осудите), не обес­судь (обессудьте), не взыщи (взыщите).
1. Эпир сана корнета вӗлернӗшӗн айӑп тумастпӑр, анчах ӑна меншӗн вӗлернине пӗлес пулать. М. Белов. 2. Те таҫта пырса тӑрӑнасси пур, алли-урине айӑп тӑ-васси пур. К. Турхан. 3.— Сана валли нимӗн те пулма-рӗ,— пӑшӑрханса каларӗ ӑна Ахтупай.— Айӑп ан ту ӗнтӗ, пӗррелӗхе каҫар. К. Турхан.

Айӑпа йӑвантар сваливать / овалйть вину на кого.
Тихине мӑрсасем хӑйсем вӑрлаттарчӗҫ пулин те, ҫи-рӗм ҫул каяллах мӗнпур айӑпне Яхута сине йӑвантар-чӗҫ. К. Турхан.

Айӑпа кӗр провиниться в чем, перед кем-чем, допу­скать / допустить погрешность какую.
Зина пит-куҫне шӑлса типӗтрӗ те айӑпа кӗнӗн Ана­толий ҫине пӑхса илчӗ. А. Талвир. Ҫук, Василий Семе­нович парти умӗнче айӑпа кӗнине макан халь ниепле те ӗненес килмерӗ. П. Щипцов.

Айӑпа кӗрт 1. обвинять / обвинить кого-что в чем; 2. заставить совершать / совершить проступок кого, ка­кой.
1. Эпӗ сире ниепле те айӑпа кӗртме шутламастӑп. И. Григорьев. 2. Хӑйсен ирсӗр агитацийӗпе вӗсем сал-таксен пуҫне минретрӗҫ, вӗсене, тӑван аннемӗр Российӑ-на суттарса, ӗмӗр каҫарма ҫук айӑпа кӗртрӗҫ. М. Белов.

Айӑпа юл 1. быть осужденным, навлекать / навлечь на себя осуждение; 2. быть виновным.
1. Хӑш сын тӗрӗссине кал аса айӑпа юлать, хӑш сын ултавпа та, суяпа та тӳрре тухать. 2. Ҫак йывӑр вӑхӑт-ра тӑрӑшмасан, эпир пысӑк айӑпа юлатпӑр. Хыпар.

Алӑ (ал) айне лек попадать [попадаться, подверты­ваться] / попасть [попасться, подвернуться] под руку кому.
Алӑ айне лекнӗ сенӗке йӑтса, хӗрача пӳрте вирхӗнсе кӗрет. Е. Лисина.

Алӑ (ал) витӗр тух проходить / пройти через руки кого, чьи.
Тыткӑнран таврӑнакансем киле тухса каяс умен май ал витӗр тухаҫҫӗ. д. Турхан.

Алӑ (ал) кӗҫтет (кӗҫӗтет), алӑсем (алсем) кӗҫтеҫҫӗ (кӗҫӗтеҫҫӗ) руки чешутся у кого.
Ӗҫлес килсе кӗҫтет ман алӑ. Я. Ухсай. Халь хул-ҫурӑм хытрӗ ӗнтӗ, алӑсем тем пек кӗҫӗтое тӑрсан та, юрамасть паян ҫын карта варрине тухма. К- Турхан.

Алӑ (ал) пар [тыт] 1. здороваться / поздороваться за руку с кем; 2. прощаться / попрощаться с кем; 3. привет­ствовать/поприветствовать кого-что; 4. подавать [про­тягивать] / подать [протянуть] руку помощи кому-чему.
1. Атӑл урлӑ каҫсан, мучие алӑ патӑм. В. Алентей. Михха картиш алӑкӗ урлӑ касса тӳрех Ҫтаппан патне-лле утса пычӗ те алӑ тытрӗ. Н. Мранькка. 2. Пысӑкки-сем нихӑҫан та пирӗнпе, вӗтӗр-шакӑрпа, ал тытса уйрӑ-лакан марччӗ капла. Г. Луч. 3. Юрӑҫа эе, халӑх, йышӑн ал парса та ыр суноа. В. Урташ. Ҫут тавралӑхӑм! Пар аллӑна Сан патна савӑнса таврӑнан ывӑлна. Митта В.

Алӑ (ал) пус расписываться [подписываться] / рас­писаться [подписаться].
Ваҫук пичче кашни эрнерех Иннӑн дневникне пӑхса тухса алӑ пусатчӗ. Ю. Скворцов. Мир Совечӗ чӗнни сине ал пус, тусӑм, хӑвӑртрах. Чӑваш халӑх юррисем.

Алӑ (ал) пустар заставить расписываться [подпи­сываться] /расписаться [подписаться] кого, позволить раопйсываться / расписаться кому, давать/дать на под­пись кому.
Ҫынсем умӗнче васкавлӑ хута алӑ пустарма секре­тарша чупса килчӗ. А. Талвир. Хальхинче ӑна суя хута алӑ пустарнӑ. К. Турхан.

Алӑ (ал) пымасть не хочется что-либо делать.
Халӗ ӗнтӗ каччӑсен нимӗн патне те ал пымарӗ. К. Турхан.

Алӑ (ал) пырать хочется, охота (чем-либо пользо­ваться).
Пур патне ал пырать. Ваттисен сӑмахӗсем.

Алӑ (ал) сул махнуть рукой на кого-что.
Микуҫ та председатель пулчӗ, ӗҫлерӗ виҫӗ ҫул кӑна. Пӳрт лартрӗ те вара ал сулчӗ — колхоз та кирлӗ мар ӑна. П. Васильев. Камчатка сине те алӑ суласшӑнччӗ ӗнтӗ Михаля, тӑван ялне таврӑнасшӑнччӗ. В. Сатаӑ. Ача пуҫпах эп юлтӑм тӑлӑха, аттен пур-ҫук «мулне» сулап та алӑ, хутаҫ ҫакса тухатӑп халӑха. Н, Янкас.

Алӑ (ал) ҫап ударить по рукам (в знак согласия). Вӗсем ӗнине сутсан ал ҫапрӗҫ.

Алӑ (ал) ҫӗкленмест рука не поднимается [не поды­мается] у кого.
Хӑшӗсем упӑшки е ывӑлӗ вилни ҫинчен хыпар илнӗ. Вӗсенчен укҫа илме ал ҫӗкленмен пирӗн. Коммунизм ялавӗ. Хуйхӑ пуснӑ хере сӑлтавсӑрах намӑслантарма аллӑм ҫӗкленмерӗ. М.-Кипек.

Алӑ (ал) ҫитмест руки не доходят до кого-чего.
Ҫӗмӗрт типсе пӗрӗннӗ: татса хума ал ҫитмерӗ. А. Ар­темьев. Сарай тӑвас пулатчӗ те кӑҫал,— ҫитмерӗ ал. А. Калкан.

Алӑ (ал) ҫитер удосуживаться / удосужиться.
Яланах вӑл ҫавнашкал,— пур ҫӗре те ал ҫитернӗ: салтаксен тӳми таран асӑрханӑ, тӗрӗсленӗ, теҫҫӗ ун пир-ки ялан. П. Хусанкай.

Алӑ (ал) ҫыпӑҫмасть не клеится у кого.
Чӗрес пек ӗне ҫилли,— Ӑна ӑшӑ шывпа ҫӑватӑп. Эх, ҫыпӑҫмасть-ҫке мур алли, Тарӑхнипе хама ятлатӑп. Г. Ефимов.

Алӑ (ал) ҫыхланать. См. алӑ-ура ҫыхланать.

Алӑ (ал) тӑс посягать / посягнуть на кого-что.
Ҫав телее туртса илмешкӗн тӑшман тӑссассӑн аллине — Эп тухӑп, тухӑп ҫӗнтермешкӗн Каппайчӑк юнӗҫенсене. Ю. Семенов.

Алӑ (ал) хур 1. приложить руку (руки) к чему; 2. бить / побить кого; ударять /ударить кого.

1. Путсӗр нимӗҫ пӳрт ҫине Хучӗ ирсӗр аллине. Вара тепӗр ирчченех Ялӑм ҫунчӗ тӗпренех. И. Малкай. 2. Асапшӑн, юншӑн тавӑрса Нимӗҫ сине хуратпӑр алӑ. Уйӑп М.

Алӑ (ал) ярса тӑр оставаться праздным (не рабо­тать) .
Ана ҫине тӑрсассӑн аллӑма ярса тӑмарӑм.

Алӑпа (алпа) [алӑ ҫинче] йӑтса ҫӳре носить на ру­ках кого.
Алӑпа йӑтса ҫӳременни анчах.

Алӑран (алран) вӗҫерт [яр] 1. выпускать / выпустить из рук что; 2. упускать / упустить кого.
1. Ырӑ курӗ пирӗн ял-хула, Алран вӗҫертмӗ ирӗкне. И. Ивник. Ленин панӑ ырлӑха ӗмӗр алран ярар мар. Ленин халӑх чӗринче. 2. [Дарья Игнатьевна — Нинӑна:] Венедикт Ильич вара кӗнекесемпе ӗҫлесех сана аллин-чен веҫертсе ячӗ. П. Осипов.

Алӑсем (алсем) лӑштӑрах каяҫҫӗ (кайрӗҫ) руки опу­скаются у кого.
Гвардеец аллисем лӑштӑрах кайрӗҫ. А. Артемьев*

Алӑ-ура (ал-ура) ҫыпӑҫать мастер на все руки, ис­кусный работник.
Алӑ-ура ҫыпӑҫсан, ҫын выҫӑ аптрамасть. Ваттисен сӑмахӗсем.

Алӑ-ура (ал-ура) [алӑ (ал)] ҫыхланать руки [рӳкя-ноги] заплетаются (от усталости и т. п.) у кого.
Кун пек васкатнӑ, ҫухрашнӑ чухне, паллах, такамӑн та алли ҫыхланать. В. Алентей.

Алла варала марать [пачкать] руки об кого-что.
— Яка Илле вӗлернӗччӗ-и-ха сан аҫуна? Кӑнтас те­рӗм те хӑйне те, алла варалас килмерӗ усалпа. Хв. Уяр.

Алла вӗрен приручаться / приручиться (о животных).
Кӑвакарчӑнсем часах алла вӗренчӗҫ.

Алла вӗрент приручать / приручить (о животных).
Кайӑк чӑхсене чи малтан Индире алла вӗрентнӗ те, кунтан вара вӗсем пур ҫӗршывсене те саланнӑ. Зоологи.

Алла ил 1. брать [забирать] /взять [забрать] в свой руки кого; 2. брать [забирать] / взять [забрать] в свой руки что.
1. Пыра-киле муллан усал канашӗ этемсене ярса илет алла. Я. Ухсай. 2. Енисей парса таракан энерги Ҫӗпӗр пуянлӑхӗсене алла илме чаплӑ майсем туса парать. Коммунизм ялавӗ.

Алла ирӗке яр давать/дать волю рукам [кулакам].
Чингиз пуҫне те тытнӑ ентӗ каҫӑр. Аллисене те янӑ ирӗке. Я. Ухсай.

Алла кӗр [лек, ҫаклан] попадать [попадаться] / по­пасть [попасться] в руки кого, чьи.
Анчах ҫӗрӗ ӳсмен, ӳсме мар, вӑл кулаксен, помещиксен аллине кӗрсе пырса, ҫулсерен чакса пынӑ. Н. Патман. Кӗске пурнӑҫенче вӑл икӗ хуҫа аллине лекнӗ. К. Чулкаҫ. Ҫул ҫинче унта та хӑрушӑ пулма тивӗҫ, тавраран ҫаврӑнса каятӑп та никам аллине те ҫакланмастӑп темелли ҫук. К. Турхан.

Алла пар давать / дать в руки кого, чьи что.
Совет алаҫӗ ҫӗре пӗтӗмпех хресченсен аллине памалла туни кама ҫеҫ савӑнтармарӗ-ши. А. Талвир.

Алла пӑх прийтй [быть] ко двору (о скотине).
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать. Ваттисен сӑмахӗсем.

Алла тӑсса ҫӳре ходить с протянутой рукой.
Виҫ ҫул хӗн куртӑм эп ҫапла, виҫ ҫул Тӑсса ҫӳрерӗм ҫӑкӑршӑн алла. Н. Янкас.

Алла ус опускать/опустить руки.
Ҫитет алла усса тӑма. Ҫывӑх кунҫул пилленӗ шанчӑк. А-. Воробьев. Ах-ахлатсах алла усса лармашкӑн пӗртте килӗшмест вӑйпиттине. Г. Ефимов.

Алла хӗҫпӑшал тытса (ҫапӑҫ, кӗреш т. ыт. те) с ору­жием в руках (сражаться и т. п.).
Совет влаҫӗшӗн Октябрь революци вӑхӑтӗнче те, граждан вӑрҫинче те алла хӗҫпӑшал тытса кӗрешрӗм. Ю. Скворцов.

Алли-ури ҫӗре лекмест очень живой, бойкий.
Ленук ҫӑмӑл шӑмшаклӑ, алли-ури ҫӗре лекмест. В. Эльби.

Америка уҫ (шӳтл.) открывать / открыть Америку.
Америка уҫрӑм эп кӗҫӗр: ялӗнче йӑлтах урӑхла. Юратмаҫҫӗ ӑна [Федор Петровича] коммунистсем, парт­кома та суйламарӗҫ. А. Емельянов.

Ара [ҫула] кӗр взрослеть / повзрослеть, мужать / возмужать.
Ара кӗрсессӗн Микулай Пайтах таптарӗ фронт ҫӗрне. Н. Шупуҫҫынни. Юланутҫисем пурте тенӗ пек ҫула кӗрсе ҫитнӗ сухаллӑ ҫынеем. М. Ухсай.

Ара [ар ҫулне, пӗве] ҫит достигать / достигнуть со­вершеннолетия, мужать / возмужать.
— И-их, тӑрнаккай, — сурчӗ вӑл пӗр айккинелле.— Сӑмса тӑсса тӑратӑн. Текех ача мар ӗнтӗ эс, ара ҫитнӗ. С. Аслан. Пуян кӑна килйышра... Каччӑн пӗр хер пул-нӑ, тет, Пӗве ҫитсе пынӑ, тет. И. Ивник. Виктӑр ар ҫул­не ҫитсен хӑй пекех тӑлӑх хӗре качча илнӗ. С. Аслан.

Аса [пиле] ил вспоминать / вспомнить кого-то, о> ком-чем.
Шурӑ питлӗ аппана курсассӑн, Аса илтӗм хамӑн аннене. А. Воробьев. Ҫапла, икӗ вата тӗл пулсан, аса илмелӗх тупӑнать. А. Афанасьев. Талыкинпа Анчиков вӑл шухӑша пиле те илменнине чухласан ун сӑнӗ кӑшт уҫӑлчӗ. В. Сатай.

Аса илтер напоминать / напомнить кого-что 1. заста­вить вспомнить кого-либо; 2. показаться похожим на-, кого-либо.
1. Темшӗн-ҫке ҫав хумсем ӑна иртнӗ пурнӑҫа аса ил-тереҫҫӗ. В. Краснов-Асли. 2. Яланах ҫапла, хӑйне килӗ-шекен кашии хӗрарӑмах ӑна хӑйӗн арӑмне Софья Алек-сандровнӑна аса илтерчӗ. В. Сатай.

Аса кил приходить / прийти на память [на ум] кому вспоминаться / вспомниться кому.
Мана ҫак чаплӑ Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илеймен, ҫапӑҫу хирне выртса юлнӑ тусӑмсем аса килчӗҫ. В. Алентей. Тӑван хирти ыраш е тулӑ Килетчӗ яланах аса. А. Во­робьев.

Асра тӑр 1. оставаться / остаться в памяти кого, чьей; 2. стоять перед глазами кого, чьими.
1 Ҫапӑҫса вилме те хатӗр, Ҫӗнтерме те йӗкӗтсем. Пӗринче, асрах тӑрать-тӗр, Пулчӗҫ ак епле ӗҫсем... П. Хусанкай. 2. Унӑн темӗскерле хӑрушӑ сӑнӗ халӗ те асӑмра тӑрать.

Асра [ӑшра, чӗрвре] тыт [усра] 1. иметь в виду кого-что; 2. держать в уме голове, в мыслях] кого-что.

1. Пролетариатсӑр нимӗнле ӗҫ те тухмасть сирӗн, ҫакна асра тытӑр. А. Артемьев. 2. Аҫта кӑна ан ҫит, тӑ-ван ҫӗре асра тыт. Ваттисен сӑмахӗсем. Кунти кашни сын, кашни оалтак Октябрь революции вут-ҫулӑмлӑ ку-нӗсене, «Аврора» тупгош мухтавлӑ кӗрлевне асра ты-тать. В. Алентей.

Асран кай ускользать / ускользнуть из памяти, забы­ваться / забыться.
Йывӑр килсен кунӑмӑрсем, Аннемӗрсем асран кай­ман. В. Урташ.

Асран [пуҫрарн] тух выходить / выйти из памяти кого, чьей, забывать / забыть кого-что, о ком-чем.
Ялсенче ҫӳрекен хӑрушӑ хыпарсем вӗсен асӗнчен тухмарӗҫ. М. Ухсай. Юхать анлӑ Атӑл, шавлать, хӑватлӑ хумсем хӑвалать. Пире ачаран вӑл тӑван, тухмасть ун чапӗ асран. Н. Евстафьев. Вырӑс сӑмахӗсем пуҫран тухса кайрӗҫ-ши? К. Турхан.

Асран яр забывать / забыть [позабыть] кого-что, о ком-чем.
Курсант чухне Тимӗр пуринчен ытла тӑван ялӗнче пурӑнакан амӑшне асран яман. Я. Муратов.

Ая пул быть побежденным.
Каччине хурламасӑр нихӑҫан та туй иртмест: ҫилленсессӗн, эпир те айнех пулмӑпӑр. П. Осипов. Кушака ҫӗнсе шӑши айне пулнӑ. Ваттисен сӑмахӗсем.

Ая [аяла] ту побеждать / победить кого-что, одоле­вать / одолеть кого-что.
Пашалу ачи текех мана аяла тӑвасшӑн шӑртланса ҫӲренӗ тесе савӑнтӑм. А. Талвир.

Аяк пӗрчисене шутла [суйла] пересчитать ребра [кости] кому.
Вӗҫерӗнес пулсан, Урасмет халь пирӗн аяк пӗрчисе­не пӗрерӗн-пӗрерӗн суйлать. К. Турхан.


Чӑваш чӗлхин фразеологи словарӗн пайӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-27 13:52:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5742 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем